Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Ку ӑмӑртӑва пурӗ 173 ӗҫ ҫитрӗ. Вӗсенчен 157-шне хакларӑмӑр. Хаклав калӑпӑшӗ пысӑк пулнӑран кая юлса ҫитнӗ ӗҫсене хак пама ӗлкереймерӗмӗр. Анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар — вӗсем те хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илӗҫ.
Хаклав ӗҫне виҫҫӗн ирттертӗмӗр: тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков (вӑл видео пахаларӗ), Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников (ӳкернӗ чухне усӑ курнӑ фона хак пачӗ), Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова (интонаци тӗлӗшӗпе хакларӗ). Хаксене парса тухнӑ хыҫҫӑн эпир ҫапла пӗтӗмлетӳ турӑмӑр: интонацишӗн 100%, видеошӑн — 70%, фоншӑн — 50%. Интонацие мала лартнине ҫакӑнпа сӑлтавларӑмӑр — ача е хутшӑнакан сӑвва лайӑх вулать пулсан видео пахалӑхӗ япӑхрах пулсан та ӑна тепре ним мар чаплӑ техникӑпа ӳкерме пулать. Тивӗҫлӗ шайра сӑвӑ калаймана вара вӗрентме — йывӑртарах, кунта нимӗнле техника та ҫӑлаймӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх филармонинче 18:30 сехетре Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 90-мӗш сезонне хупать. Концерт «Савӑнӑҫ юррисем» ятпа иртӗ, ӑна чӑвашсен паллӑ композиторӗ А.Шуҫӑм-Орлов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Аристарх Шуҫӑм — чӑваш композиторӗ тата дирижёр, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, ЧР халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ.
Вӑл хор ушкӑнӗсене йӗркелсе палӑрнӑ. Вӗсен йышӗнче — патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, телекурав тата радиохыпрлав хор комитечӗ, «Нарспи» ансамбль тата ыттисем те. Вӑл ертӳҫӗ пулнӑ чухне Патшалӑх хорӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулса тӑнӑ. Вӑл 1933 ҫулта «Авӑнмасӑр, вӑй хумасӑр» халӑх юррине ҫӗнетсе композитор пек палӑрма тытӑннӑ. Вӑл — «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» музыка камичӗн, «Шупашкарта» оперетта, «Ҫӑлтар витӗр ҫул» опера авторӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Николай Григорьев 75 ҫул тултарӗ. Николай Данилович Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ, А.Луначарский ячӗллӗ татр ӳнерӗсен патшалӑх институтне, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи режиссер курсӗсене пӗтернӗ.
Николай Григорьева 1961–1963, 1966–2002 ҫулсенче К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче артист пулса ӗҫленӗ. 1963–1966 ҫулсенче Чӑваш телекуравӗнче режиссер ассистенчӗ пулнӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗн директорӗнче 1969–1989 ҫулсенче ӗҫленӗ.
Николай Данилович хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха 40 ҫул савӑнтарнӑ. Ҫак вӑхӑтра вӑл вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен, чӑваш авторӗсен пьесисенче тӗрлӗ роле вылянӑ: Ромео («Ромеопа Джульета», Орсино («Вуниккӗмӗш каҫ»), Никита тата Аким («Власть темы»), Иванов («Константин Иванов»), Сетниер тата Айтар («Айтар»)… Николай Григорьев Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хумсем ҫырана ҫапӑнаҫҫӗ» спектакльте Володя Ульянов рольне калӑплани — пысӑк ӗҫӗсенчен пӗри. Уншӑн вӑл К.Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премине тивӗҫнӗ.
Николай Даниловичӑн ролӗсем тӗрлӗрен, пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Ыран паллӑ прозаик, публицист, тӑлмач, чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр (Федор Ермилович Уяр) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Схури-Матак ялӗнче ҫуралнӑ.
Хветӗр Уяр Самарти чӑваш шкулӗнче, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенскри тата Чаваш Республикинчи педагогика институчӗсенче вӗреннӗ. Унтан вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Каярахпа Чӑваш Республикинчи Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсенчи шкулсенче вӑй хунӑ, Чӑваш радиокомитетӗнче литература ӗҫченӗ пулнӑ. Хветер Уяр ЧАССР Кӗнеке палатинче, «Капкӑн» журнал редакцинче те ӗҫленӗ.
Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, ӑна Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степень орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, медальсемпе чысланӑ. Федор Ермилович чӑваш литературине пӗчӗк жанрпа кӗнӗ (калавсем, очерксем, фельетонсем…). Пӗрремӗш хайлавӗ 1930 ҫулта пичетленнӗ.
Пӗлтерӗшлӗ кӗнекисенчен пӗри — «Таната» историллӗ романӗ. Ӑна Чӑваш Ен литературовечӗсем кӑна мар, Мускаврисем те, ют ҫӗршыврисем те пысӑк хак панӑ.
Хветӗр Уяр вырӑссен илемлӗ литературине чӑвашла куҫарнӑ.
Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май республикӑри чылай ялта вырӑнти ушкӑнсем халӑха спектакльсемпе савӑнтараҫҫӗ. Ку лайӑх пулӑм, мӗншӗн тесен ял ҫынни Шупашкарти театрсен пули-пулми тухса ҫӳреймест. Чун вара «ҫимӗҫ» ыйтать.
Нумаях пулмасть ав Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳ ялӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗ сцена ҫине Николай Айзман пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ҫӳпҫипе хупӑлчи» спектакльпе тухнӑ. Постановкӑна 100 вырӑнлӑ залра кӑтартнӑ. Спектакль пуҫланиччен халӑх шавланӑ пулсан артистсем сцена ҫине тухсан шӑпланнӑ.
Постановка хыҫҫӑн курма килекенсем спектакле сӳтсе явнӑ, Татьяна Кузьминана, Марина Викторовӑна, Галина Гурьевӑна, Лиана Яковлевӑна тав тунӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫре тӑрӑшакансене ҫӑмӑл мар, вӗсен ӗҫ-хӗлне тӗрӗслекенсем тем чухлех теҫҫӗ-ха. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ял халӑхне икӗ эрне шывсӑр лартнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Ҫынсем шывсӑр ларнӑ фактпа прокуратура ӗҫ пуҫарнӑ. 146 килти 322 ҫын шывсӑр ларнӑшӑн малтан прокуратура асӑрхаттарнӑ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ те маттур тесе ырламан. Яваплӑх виҫине суд палӑртӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули хутшӑннӑ.
Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрнар районӗнчи В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи М.Герасимов, В.Гусев, Ҫӗрпӳ районӗнчи В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. Куславккари Г.Илларионов, Пӑрачкаври В.Лазарев, Ҫӗрпӳри С.Дмитриев, А.Сергеев, Шупашкар районӗнчи Ишлейри А.Александров, Вӑрмарти Н.Ермолаев, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Тавӑшкассинче ку конкурса чӑвашла тӑхӑр кӗнеке хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Г.Г.Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ», А.П.Казановӑн «Ырату», Анатолий Кипечӗн «Тамӑкри ачан сасси», М.З.Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм», В.Р.Кузьминӑн «Вӗҫев», С.Л.Павловӑн «Тӗтре», Н.А.Петровскаян «Тухатмӑш», Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Юхма Мишшин «Анатран хӑпарать шурӑ пӑрахут» кӗнекисем.
Конкурсра чи нумай сасӑ пухса ҫак тӑрӑхра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вулакансене ҫак хайлав питӗ килӗшнӗ-мӗн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кӗнекере Михаил Зиновьевич халӑх ӑс-хакӑлӗ, кӗҫӗннисем аслисене хисеплени ҫинчен каласа кӑтартать, ӗлӗкхи каларӑшсене илсе кӑтартать. Хайлавӑн тӗп шухӑшӗ — ырӑ усала яланах ҫӗнтерни. Аслӑ ӳсӗмрисем ҫак кӗнекене ҫамрӑксене вулама сӗннӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел салинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ачасене йӑла-йӗркепе паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ачасен «Родничок» (чӑв. «Ҫӑлкуҫ») драма кружокӗ шӑпах ҫак енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Унан ертӳҫи — М.А.Викторова.
Ҫак кунсенче «Родничок» районта театр ушкӑнӗсем хушинче иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршава» хутшӑннӑ. Ачасем куракансене Татьяна Зюликовӑн «Стоит ли будить спящих красавиц?» пьесине (чӑв. «Ҫывӑракан пикесене вӑртма кирлех-ши?») кӑтартнӑ. Ҫывӑракан пикене — Аня Тимофеева, майра патшана — Диана Егорова, Шарлота фейӑна — Ксюша Тимофеева, Жанна фейӑна — Даша Гурьева, Ришар тиккине (принца) — Коля Николаев, Николя тиккине — Стас Николаев, Анри тиккине — Саша Ярхуткин вылянӑ.
Ачасем ҫак спектакле конкурсра ҫеҫ кӑтартман. Вӗсем ӑна тепӗр кунхине ял халӑхне, шкул ачисене кӑтартнӑ. Ҫамрӑк актерсен ӳсӗмӗ — 7–15 ҫулсем.
Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ 9-мӗш колонире ларакансем ҫак кунсенче алла диплом илнӗ. Вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан хута вӗсене Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн преподавателӗсем тыттарнӑ.
Ҫапла, тӗрмере те вӗрентеҫҫӗ. Алла специальноҫ илни ирӗке тухсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, айӑпланнӑ ҫынна пурнӑҫра хӑй вырӑнне тупма ҫӑмӑллатать ҫав хут. Ҫӗрпӳре ларакансем «зоотехник» специальноҫа алла илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |